Чӑваш чӗлхи
11 чӗлхепе калаҫакан, 30 чӗлхепе вулакан Гилад Цукерман Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускавра «Просветитель» (чӑв. Ҫутта кӑларакан) премие панӑ чухне лингвистика профессорӗ Гилад Цукерман та пулнӑ. Вӑл «Убийство и воскрешение языков: социальный смысл языкового возрождения» (чӑв. Чӗлхесен вилӗмӗпе чӗрӗлӗвӗ: чӗлхе чӗрӗлӗвӗн социаллӑ пӗлтерӗшӗ) темӑпа лекци вуланӑ. Лингвист лекцине итлеме Светлов ячӗллӗ вулавӑшри зала студентсем, аслӑ шкулсен преподавателӗсем, журналистсем пухӑннӑ. Австралинчи Аделаида университечӗн лингвистика тата ҫухалакан чӗлхесен уйрӑмӗн ертӳҫи чӗлхене чӗртсе тӑратни тӗрӗс, илемлӗ тата усӑллӑ тесе шухӑшлать. 11 чӗлхепе калаҫакан, 30 чӗлхепе вулакан Гилард Цукерман хальхи вӑхӑтра ҫыннӑн тӑватӑ чӗлхе пӗлмелле тесе шухӑшлать. Пӗрремӗшӗнчен, тӑван чӗлхене. Иккӗмӗшӗнчен, патшалӑх чӗлхине. Виҫҫӗмӗшӗнчен, халӑхсем хушшинчи чӗлхене (паян вӑл — акӑлчан, ыран — китай пулӗ). Тата хӑвӑн чун киленӗҫӗн чӗлхине. Опера килӗшсен, сӑмахран, итали чӗлхине, сыр юратсан — хрантсуссенне. Чӗлхене ҫухатни культура автономине, ӑс-хакӑл суверенитетне, чуна ҫухатни тенӗ ӑсчах. Чӗлхене вӗлернӗшӗн (лингвицидшӑн) е пӗр чӗлхе теприне ҫӑтса янӑшӑн (вырӑсла каласан ку вӑл глотофагия пулать) халӑхсен патшалӑхран компенсаци ыйтмалла тесе каланӑ лингвист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
«Шупашкарта, вӑл Чӑваш Республикин тӗп хули пулин те, пирӗн республикӑра 2 патшалӑх чӗлхи (вырӑс тата чӑваш) пулсан та, чӑвашла тулаш реклама таврашӗ ҫав тери сахал», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Шупашкар» пабликра. Асӑннӑ страница авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, «пуррисем те ҫухалаҫҫӗ чылай чух, нумаях ҫакӑнса тӑмаҫҫӗ». Паблик авторӗ чӑвашла темиҫе ят асӑрханине пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри — «Лайӑх» лавкка — Николаев урамӗнче, Калинин проспектне тухнӑ ҫӗрте вырнаҫнӑ иккен. «Юмах» гастроном та ҫав кӗтесрех-мӗн. Вӑл Николаев урамӗнчен Патрис Лумумба урамне пӑрӑнса кӗрсен вырнаҫнӑ. Ҫак йӗркесен авторне ҫак кунсенче, сӑмах май, Хусанта пулма тиврӗ. Унта аэроэкспресс-пуйӑсра та, хулари ытти транспортра та чарӑну ячӗсене, пассажирсене кирлӗ ытти хыпара виҫӗ чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ: вырӑсла, тутарла, акӑлчӑнла. Пирӗн республика тӗп хулинче чӑвашсенех хӗсӗрлесшӗнни хӑш чух сисӗнет. Тепӗр ҫынпа чӑвашла сӑмах чӗнсен лешӗ тарӑхса каять. Куҫне-пуҫне чарса пӑрахса: «Эп нимӗн те ӑнланмастӑп», — тесе каппайланса мӑнаҫланнӑн хуравлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Урама тухсан эпир мӗн куратпӑр? Пасар саманине. Халь ӗлӗкхи пек мар вӗт. Енчен те совет саманинче пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче икӗ лавкка кӑначчӗ (апат-ҫимӗҫ пирки каласан) пулсан, хальхи вӑхӑтра вара — туллиех. Анчах пасар самани хӑйӗн ӗҫне тӑватех — пӗрисем хупӑнаҫҫӗ, теприсем вара вӗсен вырӑнне йышӑнаҫҫӗ. Ак, калӑпӑр, Почта ҫуртӗнче (эпир ҫапла 12-мӗш ҫурта калатпӑр, хайхи унта почта уйрӑмӗ вырнаҫнӑран), «Аккандӑн» лавкки пурччӗ. Шел те, ӗҫӗ каймарӗ вӗсен. Мӗншӗнне пӗлместӗп те анчах вӑл лавкка сутӑҫисем питех те чӑваш чӗлхинчен йӗрӗнетчӗҫ… Халь вӗсен вырӑнне Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем йышӑннӑ. Хулара вӑл йышши ҫӑкӑр-кукӑль тавраш пӗҫерсе сутакан лаввкасем пит нумай шӑтса тулчӗҫ-ха, пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче вӗсем валли вырӑн ҫук пулӗ тенӗччӗ. Ара, туянакансем ытларах хӑпӑл-хапӑл апатланма кӑмӑл тӑвакансем кӑна пулаҫҫӗ пуль тетӗп те… Ыттисем килте те апатланма пултараҫҫӗ вӗт. Анчах пирӗн посёлокра вырнаҫнӑ ҫав пекарьнӑн ӗҫӗ лайӑхах пырать иккен. Мӗн пӗҫернине, хакӗ йӳнех мар пулин те, халӑх хапӑл туянать. Хам та пӗрре мар вӗсем патне кӗрсе тухса. Мӗншӗн унта кӗме кӑмӑллӑ-ха? | ||
Чӑваш чӗлхи
«Википедиа» сайтри сӑн 2020 ҫулта Николай Ашмарин чӗлхеҫӗ ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. ЧР Правительстви ҫавра ҫула палӑртмашкӑн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Ытларахӑшӗ 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Етӗрнере «Ашмарин вулавӗсем» конференци йӗркелӗҫ, регионсен хушшинче синквейн (пилӗк йӗркеллӗ сӑвӑ) ҫырас енӗпе «Чӑваш чӗлхин тупри» интернет-конкурс ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗрентекенсем валли «Н.И.Ашмаринӑн пултарулӑх еткерӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулӗ. Ашмарин пирки документлӑ фильм ӳкерме, куҫ курманнисем валли нумай форматлӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартма, чӗлхеҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен суйласа илнисен пуххине электронлӑ майпа кӑларма палӑртнӑ. Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ унӑн 17 томлӑ «Чӑваш чӗлхин словарьне» электрон вариант ҫине куҫарса тӗнче тетелне вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ҫавра ҫул тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: Николай Ашмарин Етӗрнере 1870 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – тӗрӗкҫӗ, тюркологи докторӗ, профессор, хальхи чӑваш чӗлхин никӗслевҫи. Николай Иванович 1933 ҫулта Хусанта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енре наци чӗлхине упрассипе ҫыхӑннӑ фильм ӳкересшӗн. Ҫавна май аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Саккас параканӗ – Чӑвашфильм. Фильмӑн малтанхи ячӗ - "Наследие" (чӑв. "Еткерлӗх"). Фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 183 344 тенкӗ. Электронлӑ аукцион чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ. Аукционра ҫӗнтерекенӗн фильма раштавӑн 10-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Унӑн хронометражӗ 30 минутран сахал мар, анчах 40 минутран ытларах мар пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи чӑваш чӗлхипме литературине вӗрентекенсем ӗнер Самар ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ. Унта вӗсем вӑл тӑрӑхри ӗстешӗсем чӑваш чӗлхине епле вӗрентнипе паллашма кайнӑ. «Наука и образование: сохраняя прошлое, создаем будущее» (чӑв. Аслӑлӑх тата вӗренӳ: иртнине упраса, пуласлӑха йӗркелесе) Пӗтӗм Раҫҫейри семинара ҫӗрпӳсем унччен те хутшӑннӑ. Маларах вӗсем Пензӑра, Пушкӑртстанра, Тутарстанра пулнӑ. Ҫакӑн пирки халӑхсен туслӑхӗпе паллаштаракан «ВСЕ МЫ — РОССИЯ!» (чӑв. Эпир пурте — Раҫҫей) информаци порталӗ пӗлтернӗ. Вӗрентекенсем валли Самар хулинчи Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче «Горжусь чувашским языком» (чӑв. Чӑваш чӗлхипе мухтанатӑп) ҫавра сӗтел иртнӗ. Семинара Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата Самар хулинчи чӑвашсен наицпе культура автономийӗ ирттерме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Алена Ялманова тунӑ сӑн Алена Ялманова Шупашкарти пӗр чарӑну ятне тӗрӗҫ мар ҫырнине асӑрханӑ. Чӑтса тӑрайман – кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Чӑннипе, чарӑну ячӗсене вырӑсларан чӑвашла тӗрӗс мар куҫарнине ҫынсем пӗрре мар асӑрханӑ. Хальхинче вара сӑмах «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» общество транпорчӗн чарӑнӑвӗ пирки пырать. Чарӑну ҫине «Ҫеҫпӗль» кинотеатр» тесе ҫырнӑ. Ун хыҫӗнчех унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт (унта халӗ Ҫамрӑксен театрӗ) ларать. Ҫурт ҫине ята вырӑсла та, чӑвашла та тӗрӗсех ҫырнӑ. Чарӑну ятне те ӑна пӑхса тӗрӗс ҫырасчӗ хӑть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Самара облаҫенчи Тольяттинче чӑваш чӗлхи вӗрентме пуҫланӑ. Ҫак майпа Тольятти ҫыннисем ҫеҫ мар, Жигулевск хулинче тата Ставрополь районӗнче пурӑнакансем те усӑ кураяҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхрисем валли йӗркелекен чӑваш чӗлхи урокне ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тепӗр хутчен йӗркеленӗ. Чӑваш чӗлхин вырсарни шкулӗ уйӑхӑн кашни иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш вырсарни кунӗнче, Тольяттинчи «Истоки» (чӑв. Ҫӑлкуҫсем) вулавӑшра 15 сехетре ӗҫлӗ. Вулавӑш хулари Горький урамӗнчи 42-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Занятие Владимир Левуков чӑваш ҫыравҫи, Раҫҫейри писательсен союзӗн пайташӗ Владимир Левуков ирттерет. Владимир Левуков пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхин клубне ҫӳрекенсем чӑвашла тӗрӗс калаҫма вӗренӗҫ, тӑван халӑх историне шӗкӗлчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗкӗр-сӑмахсемХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Чӑваш чӗлхи пуян ҫеҫ мар, кашни ӑнланӑва пур енчен те, ҫав хушӑрах кӗскен, пӗр сӑмахпа ҫутатса пама тӑрӑшать. Чӗлхене лайӑх пӗлменнисем, ҫынна сӑнласа парас тенӗ чухне нумай сӑмах калаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, лутра, мӑнтӑр ӳтлӗ, начка сӑн-питлӗ тенӗ пулӗччӗҫ вӗсем Сервантес романӗнчи Санчо-Панчо пирки. Тӗрӗссипе вара чӑваш чӗлхинче ҫакӑн пек ҫынна сӑнласа паракан пӗр сӑмах пур — пӑрккамас. Ҫакан йышши сӑмах пирӗн чӗлхере нумай. Вӗсенчен хӑшне те пулин илтетӗн те куҫ умне тӗкӗрпе кӑтартнӑ пек ҫын сӑнӗ-кӳлепи тухса тӑрать. Эпнесир — пысӑк хырӑмлӑ, такана хырӑмлӑ ҫын, ҫӳллӗшне шута хуни ҫук кунта. Лаканай — лутра та пысӑк хырӑмлӑ ҫын. Канчама — хӑйне килӗшӳсӗр тыткалакан, кӑлантай — шӑчӑ пек вӑрӑм пӳ-силлӗ, мӑран, хусканусӑр ҫын; кӳсмек — пысӑк кӳлепеллӗ арҫын, кӗнчелер — ырханкка хӗр. Пӗчӗк пӳ-силлӗ, ҫапах та нумай ҫиекен ҫынна чӑвашсем кӗмшӗк тенӗ иккен. | ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш халӑх сайчӗ ертсе пынипе йӗркеленекен Электронлӑ сӑмахсар Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» черетлӗ томӗпе пуянланчӗ. Хальхинче эпир 14-мӗш тома кӗртрӗмӗр. Унччен маларах 11,12 тата 13-мӗш тома электронлӑ варианта куҫарса вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫапла май халь словарьти С саспаллирен пуҫласа Тӑтӑшлӑ сӑмах таран пирӗн электронлӑ сӑмахсарта паллашма май пур. Пурӗ 11 пин ытла сӑмах кӗртнӗ. Ку пӗтӗм кӗнекесене электронлӑ варианта хатӗрлесе параканӗ — Алина Иванова. Н.И. Ашмаринӑн 17 томран тӑракан «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» эпир электронлӑ варианта Николай Ивановичӑн пысӑк юбилейӗ тӗлне куҫарса ҫитересшӗн. Ку ӗҫе кашни хутшӑнма пултарать. Пӗр кӗнекене хатӗрлесе ҫитернӗшӗн 7000 тенкӗ тӳлетпӗр. Аса илтеретпӗр, Николай Иванович Ашмарин 1870 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |